Пур хыпар та
Новости
18 Майӑн 2022, 09:45

Кăларăм экзаменĕсем пуçланнă

Май уйăхĕн 18-мĕшĕнчен Пушкăртстанри шкулсенче тăххăрмĕш класра вĕренекенсемшĕн патшалăх кăларăм экзаменĕсене тытмалли тапхăр пуçланнă.

Кăларăм экзаменĕсем пуçланнă
Кăларăм экзаменĕсем пуçланнă

Паян выпускниксем тăван литературăпа экзамен тытĕç. Шкул ачисем ют чĕлхесене мĕнле пĕлнине май уйăхĕн 19 тата 20-мĕшĕсенче кăтартса парĕç. Май уйăхĕн 23-мĕшĕнче – математика, 27-мĕшĕнче обществознани предмечĕсемпе экзаменсем иртĕç.

Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче - биологипе, историпе, химипе тата физикăпа, 7-мĕшĕнче – вырăс чĕлхипе, 15-мĕшĕнче – информатикăпа, химипе, географипе тата биологипе, июнĕн 22-мĕшĕнче литературăпа, физикăпа тата информатикăпа экзаменсем пырĕç.

Унсăр пуçне июль уйăхĕн 4-9-мĕшĕсенче вĕрентÿ предмечĕсем тăрăх резервлă вăхăт палăртнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: