Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Майӑн 2022, 09:15

Хĕрарăм хăй çуралнă кунĕнче вилнĕ

Салават хулинче пĕр çемьере хăрушă инкек пулса иртнĕ. Темиçе телеграм-каналра нумай хутлă çуртăн чÿречисем айĕнче хĕрарăм ÿтне тупнине пĕлтерекен хыпар сарăлнă. Вăл çÿлтен ÿкнĕ май вилмеллех суранланнă.

Хĕрарăм хăй çуралнă кунĕнче вилнĕ
Хĕрарăм хăй çуралнă кунĕнче вилнĕ

Малтанхи кăтартусем тăрăх, хĕрарăм мăшăрĕпе тата ачисемпе саккăрмĕш хутри хваттерте пурăннă. Çав кунхине вăл хăй çуралнă кунне (36 çул тултарнă) паллă тунă. Паллах, уяв ĕçкĕсĕр иртмен. Салават çынни вилнĕ самант видеосăнав камери çине лекнĕ. Унта мăшăрĕ хытă кăшкăрнă сассем илтĕннĕ. Çавăнтах саккăрмĕш хутран ÿкнĕ çын ÿчĕ патне иртсе çÿрекен çын чупса пынă, анчах вăл ăна нимпе те пулăшайман.

 - Пушкăртстанри следстви комитечĕн органĕсем хĕрарăм вилнин лару-тăрăвне тĕпчеççĕ, – тенĕ ведомство пресс-службинче.

Халĕ следовательсен Салават çынни сарăмсăр инкеке лекнине е вăл хăй çак утăма тума пултарнине тĕпчемелле пулĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: