Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
19 Майӑн 2022, 15:05

Пушкăртстанпа Узбекистан ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăну йĕркеленĕ

Пушкăртстанри «БиоТех Тугузлы» чăх-чĕп комплексĕ тата Узбекистанри ĕç министерстви çумĕнчи Тулаш ĕç миграцин агентстви икĕ енлĕ килĕшсе ĕçлесси пирки  калакан документ  çине алă пуснă.

Пушкăртстанпа  Узбекистан ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăну йĕркеленĕ
Пушкăртстанпа Узбекистан ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăну йĕркеленĕ

Çак майпа Кигин районĕнчи предприятине Узбекистанра пурăнакан çынсене вăхăтлăха ĕçлеме илесшĕн.

- Республика ĕç ресурсĕсене явăçтарассипе кăсăкланать. Пулса иртекен миграци ĕçĕсем Пушкăртстанри халăх йышĕ ÿснине ырă витĕм кÿреççĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстан 2021 çулта миграци ÿсĕмĕпе, çав шутра тĕнчеринче те, хăйнеевĕр виçĕ рекорд лартнă. Иртнĕ çул республикăна ютран килнĕ çынсен шутĕнчен 26% (2 пин çынна яхăн) - Узбекистанран килнисем. Çынсем ытларах ĕçлеме килеççĕ. Республикăра вĕренÿ миграцийĕ тĕлĕшĕпе те ырă улшăнусем сыхланса юлаççĕ, - тенĕ ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен министерствăн ертÿçи Ленара Иванова.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: