Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Майӑн 2022, 15:45

Ирĕк паман вырăнсенче суту-илÿ тунăшăн штрафсем тÿлеттермĕç

Пушкăртстанра ирĕк паман вырăнсенче урамра суту-илÿ тунăшăн тата пĕтĕмĕшле усă курмалли территорисенче йăлари пулăшу ĕçĕсем панăшăн вăхăтлăха штрафсем паманнипе çыхăннă çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ.

Ирĕк паман вырăнсенче суту-илÿ тунăшăн штрафсем тÿлеттермĕç
Ирĕк паман вырăнсенче суту-илÿ тунăшăн штрафсем тÿлеттермĕç

 - Ирĕк паман вырăнсенче пенсионерсем хăйсен пахчисенче çитĕнтернĕ улма-çырлана, çĕр улмине тата консервăланă пахча-çимĕçе сутаççĕ. Вĕсемшĕн çакă пысăк укçа пулмансан та лайăх пулăшу пулса тăрать, - тенĕ республикăри Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев.

Ахаль граждансем, коммерци шутне кĕмен организацисем, юридици сӑпачĕсем, ҫавӑн пекех вӗсен ӗҫченӗсем тӗлӗшпе малашне штраф санкцийӗсемпе усӑ курмĕç.

Астутаратпăр, унччен маларах çакăн пек штрафсем пулнă: граждансене – 500 тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене – 20-40 пин, юридици сăпачĕсене – 50-100 пин тенкĕ. Право йеркине иккĕмĕш хут пăссан граждансен 4-5 пин тенкĕ тÿлемелле пулнă, должноçри çынсен – 40-50 пин, юридици сăпачĕсен – 100-150 пин тенкĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: