Урал сасси
+24 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
20 Майӑн 2022, 14:10

Пушкăртстанра Итали сырĕн производствине хута янă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьри хăйĕн страницинче Янаул хулинчи «Победа» заводра кальята сыр производствине хута янине пĕлтернĕ. Асăннă сыртан моцарелла, сулугуни тата ытти продуктсем хатĕрлеççĕ. Çак йышши производство республикăра урăх çук.

- Кунта кунне 30 тонна уйăрттарнă сĕте хута ярĕç. Малтанхи тапхăрта талăкне 1,5 тонна, каярах 3 тонна промышленность сырне туса кăларма палăртаççĕ. Ĕçсем ăнăçлă пулсан, проекта инвестици хывасси те ÿсĕ, - çырнă Радий Хабиров.

Вăл çавăн пекех сыр хатĕрлеме хамăр патра туса кăларнă оборудованипе усă курассине пĕлтернĕ.

- Чĕр тавара (сырное зерно) Мускав, Санкт-Петербург, Смоленск тата ытти хуласене турттарĕç. Тавара ыйтакансем пур, контрактсене алă пуснă, - палăртнă Пушкăртстан пуçлăхĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: