Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Майӑн 2022, 16:19

Пушкăртстанра çурхи культурăсене 70% акнă

 Май уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстан ял хуçалăхĕсем 1 млн та 536 пин гектар çурхи культурăсем акнă.

Пушкăртстанра çурхи культурăсене 70% акнă
Пушкăртстанра çурхи культурăсене 70% акнă

Çакă пур лаптăкăн 70 проценчĕпе танлашать. Йăланă кĕнĕ тăрăх, акакан лаптăксен ытларах пайне çурхи тата пăрçа йышши культурăсем, 1 млн гектар ытла (планпа палăртнинчен 71%), йышăнаççĕ. Çу туса илмелли культурăсене 336 пин гектар (79%), сахăр кăшманне 37,7 пин гектар (87%) акнă.

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çур аки ĕçĕсем республикăн пур районĕнче те малалла тăсăлаççĕ. Илиш, Кармаскалă, Çтерлĕ аграрийĕсем ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Вĕсенче çурхи культурăсем валли уйăрнă лаптăксене 90% ытла  акнă. Цифрăсен тĕлĕшĕпе Çтерлĕ районĕ пуринчен те малта. Кунта çурхи культурăсене 88,9 пин гектар лаптăк лартнă. Мелеуз районĕнчи кăтарту 73 пин гектарпа, Илиш районĕнче 70,8 пин гектарпа танлашать.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: