Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Майӑн 2022, 16:15

Республикăра 130 çула хушма çутăпа тивĕçтерĕç

Пушкăртстанри 25 районта муниципаллă пĕлтерĕшлĕ 130 çула хушма çутăпа тивĕçтерĕç. Çакăн пирки Пушкăртстан Республикинчи транспорт министрĕ Александр Булушев пĕлтернĕ.

Республикăра 130 çула хушма çутăпа тивĕçтерĕç
Республикăра 130 çула хушма çутăпа тивĕçтерĕç

 - Çуран çÿрекенсемшĕн çав-çавах хăрушлăх пур. Çавăнпа эпир унччен маларах çул-йĕр камерисене монтажланă чухне усă курнă сервис модельне хатĕрлерĕмĕр. Эпир тĕп подрядчика суйласа илĕпĕр. Вăл укçа-тенкĕ ыйтăвне, çутатмалли хатĕрсене вырнаçтарассине хăй çине илĕ. Республика вара каярах туянма паракан арендăна саплаштарĕ, - тенĕ Александр Булушев.

Министр палăртнă тăрăх, аренда тÿлевĕсене 5 çултан парса татма палăртаççĕ. Ун хыççăн çутатмалли хатĕрсем республика харпăрлăхне куçĕç.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: