Пур хыпар та
Новости
21 Майӑн 2022, 13:00

Анна Сергеевапа ашшĕ виçĕ миллион тенкĕ лотерея выляса илнĕ

 - Ĕç-пуç тÿрех интереслĕ пуçланчĕ. Атте çак выляв валли лотерея вăрах суйларĕ. Кĕтмен çĕртен телефон «Столото» приложенине çĕнĕрен уçса хупрĕ, страница çĕнелчĕ. Атте выляса илес шухăшлăччĕ, çавăнпа урăх билет суйласа илчĕ, - каласа парать Анна.

Анна Сергеевапа ашшĕ виçĕ миллион тенкĕ лотерея выляса илнĕ
Анна Сергеевапа ашшĕ виçĕ миллион тенкĕ лотерея выляса илнĕ

Тираж трансляцине  телевизорпа кăтартнине арçын пĕчченех пăхнă, киоскра туяннă типографи билечĕсем çинчи цифрăсене туртса пынă. Программа вăхăтĕнче куçса пыракан йĕркесенче тăван регионне курса тăватă цифра ас туса юлнă. Каярах Аннăн ашшĕ вылява интернет урлă тепĕр хут пăхнă. Ун чухне пÿлĕмре хĕрĕпе мăшăрĕ ларнă ĕнтĕ.

 «Эпĕ хваттер выляса илтĕм!», - сиксе тăчĕ атте.  Эпир аннепе кăшкăрма, сиккелеме, ыталанма тытăнтăмăр. Унтан атте йăнăшрăм терĕ. Кăмăл хуçăлчĕ паллах. Унтан йăл кулчĕ те: «Шÿтлерĕм», - терĕ.

Çемье парнене укçа кĕвĕн илнĕ. Сергеевсем пур пек укçи-тенкине хушса икĕ хутлă çурт туянасшăн.

Анна колледжра «Право, судебное администрирование» направленипе вĕренет. Çавăн пекех тумтир лавккинче сутуçă-консультант пулса ĕçлет. Амăшĕ – кил хуçи хĕрарăмĕ, ашшĕ – тивĕçлĕ канăва тухнă çар çынни. Пушă вăхăтра кăмпана çÿреме юратать. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: