Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Майӑн 2022, 15:00

Пушкăртстанра 2019 çулта çухалнă арçын ÿтне тупнă

Май уйăхĕн 19-мĕшĕнче Дуван районĕнчи васкавлă службăсене Чертан ял çывăхĕнчи çырмара вилнĕ çын ÿтне тупни çинчен хыпар килсе çитнĕ.

Пушкăртстанра 2019 çулта çухалнă арçын ÿтне тупнă
Пушкăртстанра 2019 çулта çухалнă арçын ÿтне тупнă

Вырăна право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлекенсем килсе çитнĕ. Арçын ÿтне шывран кăларнă. Малтанхи кăтартусемпе килĕшÿллĕн вилнĕ çын 61 çулта пулнă. Вăл - 2019 çулхи октябрь уйăхĕнчен хыпарсăр çухалнисен шутĕнче.

Халĕ йĕрке хуралçисем пулса иртнин лару-тăрăвне тĕпчеççĕ. Судмедэкспертиза кăтартăвĕсем тăрăх, хыпарсăр çухалнă арçын мĕнрен вилни паллă пулĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: