Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Майӑн 2022, 17:00

Тротуар плиткисем, çул-йĕр бордюрĕсем тата облицовка кирпĕчĕсем туса кăларакан производствăна хута ярĕç

Раççейри Экономика аталанăвĕн министерстви «Белорецк» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) реестрне 11-мĕш резидент, «НовоБрикс» Белорецкри кирпĕч компанийĕ» ОООна кĕртнĕ. Предприяти тротуар плиткисем, çул-йĕр бордюрĕсем тата облицовка кирпĕчĕсем туса кăларма палăртать.

Тротуар плиткисем, çул-йĕр бордюрĕсем тата облицовка кирпĕчĕсем туса кăларакан производствăна хута ярĕç
Тротуар плиткисем, çул-йĕр бордюрĕсем тата облицовка кирпĕчĕсем туса кăларакан производствăна хута ярĕç

Асăннă компанине хута яма 4,5 млн тенкĕ хывĕç. Унта 10 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Проект 2022-2026 çулсенче пурнăçа кĕрĕ. Паянхи кун тĕлне «НовоБрикс» Белорецкри кирпĕч компанийĕ» ООО оборудованисем илсе килесси тата производство вырнаçмалли вырăна тара илесси пирки калакан килĕшÿсем çине алă пуснă. Çавăн пекех предприяти клиентсен базине йĕркеленĕ.

2026 çул тĕлне резидент 16 пин тăваткал метр тротуар плитки тата бордюр, 20 пин тăваткал метр ытла облицовка кирпĕчĕ туса кăларма палăртать.

2022 çул пуçлăмăшĕнчен республикăри ТОСЭР реестрне 19 предприяти кĕнĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: