Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Майӑн 2022, 16:10

Калтасă районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

Калтасă районĕнчи Бабаево ялĕнче «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ витĕмĕпе çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Çакăн пирки муниципалитет пресс-служби пĕлтернĕ.

Калтасă районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Калтасă районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

2016 çултанпа асăннă районта 10 ФАП хăпартнă. Бабаево ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ 300 яхăн çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ, вĕсенчен 67-шĕ – ачасем.

 - ФАП уçăлни ял çыннисемшĕн пысăк та вăрах вăхăт кĕтнĕ парне пулнине пĕлетĕп. Вăл ялшăн иккĕмĕш сывлав вырăнне пултăр, фельдшера çынсене ытларах пулăшу пама пулăштăр. Республика ертÿçи тата эпир ялсенче пурнăкансен пурнăçне май пур таран лайăхлатма тăрăшатпăр, - тенĕ Калтасă район пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Алексей Горев.

Кăçал Пушкăртстанра 44 фельдшерпа акушер пункчĕ хута яма палăртаççĕ.    

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: