Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Майӑн 2022, 11:55

Пушкăртстанра усрав çемьере пурăнакан тăлăх ачасен шучĕ паллă

Паянхи кун тĕлне 11 пине яхăн тăлăх ача усрав çемьере пурăнать тесе пĕлтернĕ регионти Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министерство.

Пушкăртстанра усрав çемьере пурăнакан тăлăх ачасен шучĕ паллă
Пушкăртстанра усрав çемьере пурăнакан тăлăх ачасен шучĕ паллă

 - Тăлăхсене çемьесене вырнаçтарасси – министерствăн чи пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕлĕсенчен пĕри. 2022 çулхи пĕрремĕш кварталта 400 ачана çемьене вырнаçтарнă, - тенĕ республикăри çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министрăн çумĕ Анна Таболина.

Министр çумĕн сăмахĕсем тăрăх, республикăра усрава илекен атте-аннесен шкулĕсем тухăçлă ĕслеççĕ. Çулсерен вĕсенче пине яхăн çын тÿлевсĕр вĕренет. Психологсем, медицина ĕçченĕсем тата юристсем вĕсене ачана çемьене йышăнма хатĕрлеççĕ.

Сăмах май, иртнĕ эрнере çеç 26 тăлăх ача çемьене лекнĕ. Çав вăхăтрах, паянхи кун тĕлне, ача çурчĕсенче 800 ытла тăлăх ача пурăнать.

 - Енчен те эсир вĕсемшĕн атте-анне пулма хирĕç мар пулсан, çывăхра вырнаçнă Усрава илекен атте-аннесен шкулĕнче вĕренме пултаратăр, - чĕнсе каланă Анна Таболина.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: