Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
23 Майӑн 2022, 15:05

Ÿсĕр водительсен айăпĕпе 2 авари пулнă, 4 çын суранланнă

Иртнĕ талăкра республикăри çулсем çинче виçĕ авари пулнине шута илнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ ÿсĕр водительсен айăпне пула пулса иртнĕ.

Ÿсĕр водительсен айăпĕпе 2 авари пулнă, 4 çын суранланнă
Ÿсĕр водительсен айăпĕпе 2 авари пулнă, 4 çын суранланнă

Пушкăртстан Республикинчи çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Мелеуз хулинче Доковская урамра 22 çулхи каччă, Peugeot 308 рулĕ умĕнче ларнăскер, хăйĕн автомобилĕпе çул айккине анса кайса çаврăнса ÿкнĕ. Çул-йĕр инкекĕнче икĕ хĕрарăм, 31 тата 35 çулхисем, çавăн пекех 31 çулхи арçын йывăр суранланнă, вĕсене больницăна илсе çитернĕ. Водитель руль умĕнче хĕрĕнке пуçпа ларни паллă. Унсăр пуçне унăн асăннă машинăна çÿретме ятарлă категориллĕ водитель прави те пулман.

Тепĕр «ÿсĕр» авари кăнтăрла Караидель районĕнчи Бирск-Тастуба-Сатка автоçулăн 72 çухрăмĕнче пулса иртнĕ. Çул çинче Mazda 3 иномаркăпа хирĕç килекен Renault Sandero çапăннă. Пĕрремĕш автомобилĕн рулĕ умĕнче вырăнта пурăнакан 37 çулхи арçын ларнă, иккĕмĕшĕнне 63 çулхи Бирск çынни тытса пынă. Mazda 3 водителĕн юнĕнче 1,419 миллиграмм алкоголь тупса палăртнă.

Паянхи кун пулса иртнĕ аварисене тĕпчеççĕ, вĕсен сăлтавĕсемпе лару-тăрăвĕсене уçăмлатаççĕ.

 - Автомобиль рулĕ умĕнчи ÿсĕр водитель – чăн-чăн преступник. Вăл - çын вĕлерекен. Мĕншĕн тесен темиçе секунд хушшинче çын пурнăçне татма пултарать. Çавăнпа ÿсĕр пуçпа руль умне лариччен хăвăр тата çывăх çыннăрсем çинчен шухăшлăр, - тенĕ Пушкăртстан Республикинчи патшалăх автоинспекцийĕн ертÿçи Владимир Севастьянов.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: