Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Майӑн 2022, 16:58

Слакпуçĕнчи музей комплексĕнче «Музейри каç» акци иртрĕ

Май уйăхĕн 21-мĕшĕнче Слакпуçĕнчи музей комплексĕ кашни çулах Музей кунне халалласа  ирттерекен «Музейри каç» акцине хутшãнчĕ. Кãçалхи акцие Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне халалланă.

Слакпуçĕнчи музей комплексĕнче «Музейри каç» акци иртрĕ
Слакпуçĕнчи музей комплексĕнче «Музейри каç» акци иртрĕ

Каçхи  ултă сехетре К.В.Иванов çурт-музейне ял-йыш йышлă пухãнчĕ. Вĕсен хушшинче ытларах ватăсем: Рима  Мироновна Петрова, Вера Павловна Павлова –  вырăнти ветерансен  Канашĕн председателĕ, Анатолий Васильевичпа Анфиса Михайловна Ивановсем, Галина Николаевна Жилкина, Светлана Рудольфовна Петрова, Римма Витальевна Андреева, Алевтина Геннадьевна Тупикова мãнукĕсемпе, Галина Герасимовна Потапова, Валентина Квинтильяновна Петрова, Елена Арсентьевна Данилова, Зинаида Моисеевна Юрина хĕрĕпе тата мãнукĕсемпе.

                Чи малтан музей ертÿçи О.А.Андреева (вăлах çак йĕркесен авторĕ)  пуçтарãннã хãнасене тав турĕ, сывлãх сунчĕ, «Музейри каç» акци çинчен кĕскен каласа пачĕ. К.В.Иванов - нумай енлĕ талант. Вãл – поэт, куçаруçă, художник, фотограф, алă ãсти тата фольклорист. Константин Васильевич халãх юррисене çырса илнине пĕлетпĕр. Вĕсене эпир хãнасемпе пĕрле аса илтĕмĕр, юрларãмãр. «Хурãн çулçи» юрãпа вãййа тухрãмãр. Анатолий Иванов  хут купăс каларĕ, эпир вара такмаксем юрларãмãр, ташларãмãр. Ташша пĕчĕк хĕрсем те,  АлевтинаТупикован мãнукĕсем, хутшãнчĕç.  Çак каç ĕлĕкхи юрãсене те аса илтĕмĕр: «Карта хыçне кантãр акрãм», «Юхаç шывсем», «Чĕнтĕрленĕ кĕпер». «Чĕнтĕрленĕ кĕпер» юррãн авторĕ Федор Павлов – К.Ивановãн чи çывãх тусĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче юрра-ташша кãна мар, ĕлĕкхи  ал ĕçĕсене те аса илтĕмĕр, кĕнчеле арларãмãр.  Г.Н.Жилкина тата А.М.Иванова хãйсен кĕнчелисене тата йĕкисене илсе килчĕç. Арлакансем хушшинче В.К.Петрова, С.Р.Петрова, Е.А.Данилова, З.М.Юрина пулчĕç.  Зинаида Юрина кãçал 90 çул тултарнã.  А.М.Иванова çãм çиппине пĕтĕрмелли хатĕрне те илсе килнĕ, вĕсем Р.В.Андреевãпа иккĕшĕ çип пĕтĕрчĕç.

                В.К.Петрова хãнасене хãй туса килнĕ чãваш сãрине ĕçтерчĕ, тултармãш çитерчĕ. Г.Н.Жилкина тата А.М.Иванова икерчĕпе сãйларĕç. Музей ĕçченĕсем килнĕ хãнасене чей ĕçтерчĕç, пÿремечпе, хуплупа, йãвапа хăналарĕç.  Музей каçĕ питĕ кãмãллã иртрĕ.

Ольга АНДРЕЕВА, Слакпуçĕнчи музей комплексĕн ертÿçи.

Пелепей районĕ,

Слакпуç ялĕ.

 

 

 

                                                                                                                                              

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: