Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Майӑн 2022, 10:40

Владимир Путин Пушкăртстанри икĕ çынна патшалăх наградисем пама йышăннă

Пушкăртстанра пурăнакан икĕ тăрăшуллă ĕçчен Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсемшĕн патшалăх наградисене илме тивĕçнĕ. Раççей Президенчĕн патшалăх наградисене парасси çинчен калакан Указа право информацийĕн интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Владимир Путин Пушкăртстанри икĕ çынна патшалăх наградисем пама йышăннă
Владимир Путин Пушкăртстанри икĕ çынна патшалăх наградисем пама йышăннă

Çÿлерех асăннă документпа килĕшÿллĕн наукăна аталантарассипе нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Раççейри Наукăсен Академийĕ Ĕпхÿри федераллă тĕпчев центрĕн (УФИЦ РАН) биологи институчĕн лабораторийĕн паллă наука ĕçченне, почвоведне, агрохимикне, агроэкологне, биологи наукисен докторне, РФ тата ПАССР тава тивĕçлĕ наука деятельне Фангат Хазиев профессора «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсемшĕн» II степень медаль орденне парса чысланă.

Çавăн пекех сывлăх сыхлав сферинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн (ППМУ) куç тата пластика хирургийĕн Пĕтĕм Раççейри центрĕн тухтăрĕ Юрий Кийко «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсемшĕн» III степень орденне илме тивĕçнĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: