Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Майӑн 2022, 12:15

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстанри Арбитраж сучĕн çĕнĕ председательне çирĕплетнĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин федераллă судьясене çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пуснă. Асăннă документа май уйăхĕн 23-мĕшĕнче право информацийĕн интернет-порталĕнче пичетленĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстанри Арбитраж сучĕн çĕнĕ председательне çирĕплетнĕ
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстанри Арбитраж сучĕн çĕнĕ председательне çирĕплетнĕ

Унпа килĕшÿллĕн, ултă çулхи срока Пушкăртстан Республикин Арбитраж сучĕн председательне  Николай Архиереева лартнă.

Çавăн пекех Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанри Давлекан район сучĕн председателĕн тивĕçĕсене Светлана Вяткинана шанса панă. Ĕпхÿ хула Калинин районĕнчи суд председателĕн çумĕ пулма Марсель Ишкубатова çирĕплетнĕ. Пушкăртстан Аслă сучĕн судйисен пуканĕсене  Марат Галлямов, Лилия Калимуллина тата Ирик Салимов йышăнĕç.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: