Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Майӑн 2022, 16:15

Вероника Зарипова Эверест тăвĕ çине хăпарнă

Эверест тăвне Пушкăртстанран пĕрремĕш хĕрарăм, Вероника Зарипова, парăнтарнă. Вăл планетăн чи çÿллĕ вырăнне май уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре хăпарнă. В.Зарипова Раççей Федерацийĕнче Эверест тăвне парăнтарнă хĕрарăмсенчен вун иккĕмĕш пулса тăнă.

Вероника Зарипова Эверест тăвĕ çине хăпарнă
Вероника Зарипова Эверест тăвĕ çине хăпарнă

Спортсменка экспедицие кайма асăннă ту çине Пушкăртстанран пĕрремĕш пулса хăпарнă Сергей Белкинпа пĕр вăхăтра хатĕрленнĕ.

 - Вероника – тĕлĕнмелле сăпайлă тата тусене питĕ юратакан çын. Эверест çине хăпариччен эпир темиçе хутчен те тĕл пулнă. Паллах, тусем çинче. Сăмахран, иртнĕ çулхи август уйăхĕнче Ленин сăрт тăррине хăпарнăччĕ. 2022 çулхи январь уйăхĕнче Вероника, ман пекех, Эверест тăвĕ çине хăпарма хатĕрленнĕ май, кăнтăр Америкăн çÿллĕ вырăнне, Аконгуа тăвне, парăнтарчĕ. Эпĕ вăл планетăн чи çÿллĕ вырăнне хăпарма хатĕрленнине пĕлеттĕм. Çавăнпа пĕр-пĕринпе çыхăну тытаттăмăр, пулăшу параттăмăр, экспедицие мĕнле хатĕрленнине сÿтсе яваттăмăр, - тенĕ Сергей Белкин.

Арçын-альпинист сăмахĕсем тăрăх, вĕсем пĕрле хăпарма пултарнă. Анчах спортсменсен акклиматизаци шайĕ тĕрлĕ.

 - Вероника – планетăн чи çÿллĕ вырăнне хăпарнă Пушкăртстанри хĕрарăмсенчен пĕри. Ентешĕмĕрпе, пĕр шухăшлă çынпа чăннипех мăнаçланатăп, - савăнăçне пытармасăр пĕлтернĕ Сергей.

В.Зарипова Эверест тăвĕ çине хăпарнă хыççăн пурне те тав тунă.

«Эпĕ сире пурне те юрататăп. Пулăшу панăшăн пысăк тав», - тесе çырнă вăл социаллă сетьсенче.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: