Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Майӑн 2022, 11:00

Кармаскалă районĕнче çĕнĕ шыв пăрăхĕсем хураççĕ

Сахаево ялне ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен пăрăхсене «Экологи» наци проекчĕн витĕмĕпе «Шыв пусăмĕн башнисем» («Водонапорные башни») программăпа килĕшÿллĕн улăштарнă.

Кармаскалă районĕнче çĕнĕ шыв пăрăхĕсем хураççĕ
Кармаскалă районĕнче çĕнĕ шыв пăрăхĕсем хураççĕ

Район администрацийĕ палăртнă тăрăх, Сахаево ял хутлăхĕ асăннă программăна хутшăнни 2 млн тенкĕ илме май панă. Çак укçа-тенкĕпе кивĕ тимĕр пăрăхсене паянхи саманана тивĕçтерекен полипропиленлисемпе çĕнетнĕ.

Паянхи кун Школьная, Пионерская тата Якты-куль урамсенче пĕр çухрăма тăсăлакан шыв пăрăхĕсене çĕнетесси пырать. Ĕçсене май уйăхĕн вĕçĕччен туса пĕтерме палăртаççĕ.

Çакăн хыççăн ял çыннисене, шывпа тивĕçтерекен тĕп системăпа çыхăнтарнă çуртсене тата урамри колонкăсемпе усă куракансене, пĕр чарăнусăр ĕçмелли шывпа тивĕçтерĕç.

 «Шыв пусăмĕн башнисем» республика программипе килĕшÿллĕн ял хутлăхĕсен территорийĕнче вырнаçнă шывпа тивĕçтерекен тĕп системăсене тĕпрен юсаççĕ.    

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Экология

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: