Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Майӑн 2022, 09:00

Пушара маларах систерекен прибор кинемейпе шкул ачин пурнăçĕсене çăлса хăварнă

Пушкăртстан Республикинче инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн профилактика рейчĕсем ирттернĕ вăхăтра инструкторсем пушара маларах систерекен прибор 87 çулхи кинемей пурнăçне çăлса хăварнине пĕлнĕ.

Пушара маларах систерекен прибор кинемейпе шкул ачин пурнăçĕсене çăлса хăварнă
Пушара маларах систерекен прибор кинемейпе шкул ачин пурнăçĕсене çăлса хăварнă

Пăтăрмах май уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чишма районĕнчи Игнатовка ялĕнче пулса иртнĕ. Çав кунхине кинемей хăйĕн çывăрмалли пÿлĕмĕнче каннă. Кĕтмен çĕртен кайри пÿлĕмре прибор сассине илтнĕ. Кил хуçи сасă илтнĕ пÿлĕме васканă. Унта вăл электричество пралукĕ кивĕ пулнипе хĕмленнине, хут обойсем çунма тытăннине асăрханă.

Çавăнтах прибор сассине илтсе кÿрши килсе çитнĕ. Вăлах çулăма сÿнтернĕ, пÿлĕме уçăлтарнă.

Иккĕмĕш тĕслĕх çак кунсенче Туймазă районĕнчи Кандры салинче нумай хваттерлĕ çуртра пулса иртнĕ. Хĕр ача шкултан тавраннă та газ плитине хускатса чейник лартнă. Ун çинче кухньăра усă куракан ал шăллине манса хăварнă. Çапла ал шăлли çунма тытăннă. Телее, пушара маларах систерекен прибор ĕçлеме пуçланă. Хăраса ÿкнĕ хĕр ача çавăнтах амăшне шăнкăравланă, кÿршисем патне пулăшу ыйтма чупнă. Аслисем çулăма сÿнтернĕ, пÿлĕме уçăлтарнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: