Пур хыпар та
Новости
17 Июнӗн , 11:00

Пушкăртстан делегацийĕ экономика форумĕнче хăйĕн ĕçне пуçарнă

Республика ертÿçи Радий Хабиров ертсе пыракан Пушкăртстан делегацийĕ Санкт-Петербург хулинче йĕркеленĕ Халăхсен хушшинчи XXV экономика форумĕнче хăйĕн ĕçне пуçарса янă. Форум июнь уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче иртет.

Пушкăртстан делегацийĕ экономика форумĕнче хăйĕн ĕçне пуçарнă
Пушкăртстан делегацийĕ экономика форумĕнче хăйĕн ĕçне пуçарнă

Делегаци программинче – ĕçлĕ тĕлпулусем ирттересси, панельлĕ дискуссисем йĕркелесси, çĕршыва экономика енчен аталантарассипе çыхăннă çавра сĕтелсене хутшăнасси.

Экономика форумĕн тĕп пулăмĕсенчен пĕри Раççейри регионсенче инвестици климачĕн Наци рейтингĕн кăтартăвĕсене презентацилесси пулса тăрать. 2020 çулхи кăтартусемпе килĕшÿллĕн Пушкăртстан унта пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

Кăçал Пушкăртстанăн 580 тăваткал метр йышăнакан регион стенчĕ, Мускавпа Санкт-Петербург хулисем хыççĕн, экономика форумĕнче чи пысăккисенчен пĕри пулса тăнă. Унта темиçе тематика зони кĕнĕ. Тĕп объект – Пушкăртстанпа тата тĕрлĕ отрасльсенчи тĕп проектсемпе паллаштаракан цифрăллă юрта. Çав шутра Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейне халалланă стройкăсем те пулнине палăртса хăвармалла. Çавăн пекех стендра Республикăри управлени центрне, калаçусем ирттермелли зала тата КА-32 вертолет евĕр Кумертау производствине те вырнаçтарнă.

Форум вăхăтĕнче 65 млрд тенкĕлех 31 килĕшÿ хучĕ çине алă пусма хатĕрленеççĕ: «Забелье» проекта пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен Ĕпхÿ хулинчи Пĕрлĕхлĕ аталану институчĕпе, «Амкодор» Белорусси холдингĕпе тунă, çавăн пекех республикăри вăрçă ветеранĕсен çĕнĕ клиника госпитальне оборудованипе тивĕçтересси, 2022 çулта Пушкăртстанра Шкул ăмăртăвĕн халăхсен хушшинчи фестивальне йĕркелесси, 2024 çулта «Раççей – спорт держави» пĕтĕм тĕнчери форума ирттересси çинчен калакан килĕшÿсем. Туризм направленийĕнче «Пысăк Урал» регионсем хушшинчи аталану программине официаллă документпа çирĕплетме палăртаççĕ.

Кăçал республикăшăн «Пушкăртстан» пушкăрт кухнин ресторанне форумра вырнаçтарни çĕнĕлĕх пулса тăнă. Ресторанăн концепцийĕ - региона туризм енчен аталанакан, историпе, йăла-йĕркесемпе тата культурăпа пуян, хăнасене тарават кĕтсе илекен регион пек кăтартса парасси. Ресторанта «Сарматов ылтăнĕ» паллă фигурăсене вырнаçтарнă. Шăпах вĕсемпе Пушкăртстан Республикинчи музейсем мăнаçланаççĕ. Мероприяти хăнисем наци апачĕсене тата ĕçмисене тутанса пăхма пултарĕç.       

  

 

Пушкăртстан делегацийĕ экономика форумĕнче хăйĕн ĕçне пуçарнă
Пушкăртстан делегацийĕ экономика форумĕнче хăйĕн ĕçне пуçарнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в