Пур хыпар та
Новости
17 Июнӗн , 09:00

Раççейĕн тĕрленĕ картти хатĕр

Шупашкарти Чăваш наци музейĕ кăçалхи январь уйăхĕнче çĕршыври регионсене тĕрĕ хатĕрĕсене (лекалосене) ярса панăччĕ. Çапла майпа Раççей Федерацийĕн кашни субъекчĕ «Тĕрленĕ Раççей картти» проектăн пĕчĕк пайне хатĕрленĕччĕ.

Раççейĕн тĕрленĕ картти хатĕр
Раççейĕн тĕрленĕ картти хатĕр

Тинех карттă хатĕр! Унăн çÿллĕшĕ - 3,1 метр, сарлакăшĕ – 6,7. Йывăрăшĕ 50 килограмм таять. Хатĕр ĕçĕн хăтлавĕ июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ.

Хулара пурăнакансене, хăнасене Раççей кунĕпе саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Чăваш Республикин ертÿçи пултарулăх тĕрлĕ наци халăхне пĕр-пĕрне çăмăллăнах ăнланма пулăшнине, пархатарлă пуçарăва регионсем хутшăнса пысăк ĕç туса ирттернине, тĕрĕре кашни наци хăйĕн уйрăмлăхне, çав хушăрах çĕршывăн пĕрлĕхне, вăй-хăватне кăтартма тăрăшнине палăртнă.

Çавăн пекех уява пынисене Раççей халăх артистки Надежда Бабкина саламланă.

 - Çак карттă пĕчĕк республикăран тухрĕ. Кунта ĕçчен те туслă, хăйĕн тăрăхне, çĕршыва чунтан юратакан халăх пурăнать. Кашни регион унта хăйĕн юратăвне, ырлăхне, несĕлне хывнă. Эпир вăйлă та çĕнтереймен çĕршыва, Раççее, йĕркелеме хутшăнатпăр. Çакăнпа мăнаçланар, хамăр пурнăçа хаклар, - тенĕ артистка.

Çак карттăна Раççейӗн кашни регионӗнчи куравсенче кăтартма палăртнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в