Пур хыпар та
Новости
22 Июнӗн , 17:30

Саккуна пăсса 630 пин тенкĕлĕх хырсене каснă

Раççей Шалти ĕçсен министерствин  Баймак районĕнчи Экономика хăрушсăрлăхĕ тата коррупципе кĕрешессипе ĕçлекен уйрăмăн ĕçченĕсем оперативлă шырав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн Баймак вăрман территоринче Темясово ялĕнче пурăнакан 40 çулхи арçын саккуна пăсса вăрман каснине тата çут çанталăк пуянлăхĕпе усăлланнине тупса палăртнă.

Саккуна пăсса 630 пин тенкĕлĕх хырсене каснă
Саккуна пăсса 630 пин тенкĕлĕх хырсене каснă

Малтанхи даннăйсем тăрăх, ял çынни вунă ытла хыр йывăççи каснă, вĕсене сутасшăн пулнă. Айăпланаканăн вăрман касма ирĕк паракан документсем пулман. Саккунсăр ĕçсене пула ПР вăрман хуçалăхĕн министерствине пĕтĕмĕшле 630 пин тенкĕ ытла сиен кÿнĕ. Айăпланаканпа ĕçленĕ май полицейскисем 40 çулхи арçын маларах та вăрман касса сутнине тĕпчесе пĕлнĕ. Халĕ йĕрке хуралçисем йывăçсемпе суту-илÿ тунă çынна тупса палăртассипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех çак ĕçе вăл пĕччен туманнине, ытти çынсем те хутшăннине тĕпчесе пĕлнĕ.

Арçынна хирĕç  «вăрман йывăçĕсене уйрăмах пысăк виçепе саккунсăр касни» статьяпа икĕ уголовлă ĕç пуçарнă.  Вăл хăйĕн айăпне йышăннă, ăна тухса çÿремелли ирĕксĕр хăварнă. Тĕпчев ĕçĕсем малалла тăсăлни çинчен ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас в