Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Июнӗн 2022, 11:45

2023 çул Педагог тата наставник çулталăкĕ пулĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă указпа килĕшÿллĕн Раççейре 2023 çул Педагог тата наставник çулталăкĕ пулмалла.

2023 çул Педагог тата наставник çулталăкĕ пулĕ
2023 çул Педагог тата наставник çулталăкĕ пулĕ

Çÿлерех асăннă документра ăнлантарса панă тăрăх, çакна «педагогсен уйрăм статусне, çав шутра наставниксенне те çирĕплетес тĕллевпе» йышăннă.

Правительствăн виçĕ уйăх хушшинче йĕркелÿ комитечĕн йышне çирĕплетмелле, 2023 çулта Раççейре иртекен тĕп мероприятисен планне хатĕрлемелле.

2023 çула педагогсене халаллассине В.Путин 2021 çултах пĕлтернĕ пулнă. «Учитель профессийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, Раççей педагогикин никĕслевçи Константин Дмитриевич Ушаков çуралнăранпа 200 çул çитнине шута илсе 2023 çул Вĕрентекен çулталăкĕ, Педагог çулталăкĕ пулĕ», - тенĕ президент.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: