Пур хыпар та
Новости
4 Августӑн , 16:55

Çамрăк каччă палламан çынна хĕнесе вĕлернĕ

Ĕпхÿ хулинче çирĕм икĕ çулхи каччă амăшне кÿрентернĕшĕн паллă мар çынна виличчен хĕненĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Следстви комитечĕ.

Çамрăк каччă палламан çынна хĕнесе вĕлернĕ
Çамрăк каччă палламан çынна хĕнесе вĕлернĕ

Ведомство информацийĕпе килĕшÿллĕн çамрăк çынсем июль уйăхĕн 23-мĕшĕнче çапăçнă. Харкашу вăхăтĕнче иккĕшĕ те самаях хĕрĕнкĕ пулнă.

 - Каччă 26 çулхи инкек куракана темиçе хутчен пуçĕнчен алли-урипе çапнă-тапнă, унтан вырăнтан тарнă. Суранĕсем ытла та йывăр пулнă пирки арçын вырăнтах вилнĕ. Унăн ÿтне иртсе çÿрекен çын асăрханă, вăлах васкавлă пулăшу тата полици ĕçченĕсене чĕнтернĕ, - ăнлантарса панă ПР Следстви комитетĕнче.   

Право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлекенсене айăпа кĕнĕ çынна шыраса тупма урамри видеокамерăсем тата биологи йĕрĕ пулăшнă. Усал шухăшлă çын хăйĕн айăпне туллин йышăннă, тытăçу сиксе тухнин сăлтавĕ унăн çывăх çынни ячĕпе усал сăмахсем калани пулса тăнине палăртнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в