Пур хыпар та
Новости
4 Августӑн , 12:05

Кĕрхи культурăсен тухăçĕ 35 центнерпа танлашать

Кĕрхи тĕш тырă культурисен тухăçĕ, республикăри вырма ĕçĕсем кунран-кун вăй илсе пынине шута илес пулсан, пĕр гектартан 35 центнера çитет. Çак кăтарту юлашки виçĕ çулхинчен самаях пысăк. Сăмахран, 2019 çулта кĕрхи культурăсен вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 21,5 центнер пулнине палăртса хăвармалла, 2020 çулта – 28 ц/га, типĕ 2021 çулта – пĕр гектартан 16,4 центнер.

Кĕрхи культурăсен тухăçĕ 35 центнерпа танлашать
Кĕрхи культурăсен тухăçĕ 35 центнерпа танлашать

 - Лайăх тухăç çут çанталăк пулăшнипе кăна пулмасть, - тенĕ ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов Благовар районĕнче çак кунсенче иртнĕ «Уй-хир кунĕ» семинарта.  – Çулсерен минераллă удобренисемпе усă курасси ÿсет. 2020 çулта пушкăрт аграрийĕсем 163 пин тонна минераллă им-çам туяннăччĕ, 2020 çулта – 185 пин тонна, 2022 çулта – 205 пин тонна. Минераллă удобренисемпе усă курни пысăк тухăç туса илме май панине наукăпа практика тахçанах çирĕплетса панă. Паян «Уй-хир кунĕнче» ял хуçалăх культурисен ÿсĕмне пĕр-пĕр удобрени мĕнле витĕм кÿнине курма пултаратпăр. Кунтах минераллă удобренисем сутакансемпе те тĕл пулса калаçма май пур.

Удобренисем туянма тăкакланă укçан 70 процентне республика бюджечĕ саплаштарать. 2022 çулта çак тĕллевсем валли 550 млн тенкĕ уйăрнă.

Ильшат Фазрахманов семинара хутшăнакансене çакна аса илтернĕ: çитес вăхăтра кĕрхи культурăсене акмалли тапхăр пуçланать. Уй-хирсене минераллă удобренисем хывмалла. Унсăрăн лайăх тухăç çинчен шутлама та кирлĕ мар.

 - Çитес эрнере çумăрсем пуçланасса пĕлтереççĕ, - тенĕ министр. – Пĕр енчен çакă вырма ĕçне чарса тăрать, тепĕр енчен – ака-суха ĕçĕсемшĕн усăллă. Эпир пурте иртнĕ çула астăватпăр, ун чухне çумăрсем çăвассине кĕтсе илеймерĕмĕр, типĕ çанталăкра хура тул акрăмăр.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в