Регион ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, республикăра паянхи кун тĕлне палăртнă çул-йĕр ĕçĕсене 40% пурнăçланă. Строительство сезонĕ вĕçлениччен 197 регион тата муниципалитет шайĕнчи çулсене юсĕç. Асăннă çулсен пĕтĕмĕшлĕ вăрăмăшĕ 349 çухрăма тăсăлать.
- Тепĕр пысăк тĕллев – 2027 çул вĕçĕ тĕлне республикăри çулсен 85% йĕркене кĕртесси. Çакна пурнăçлас тесен тата 985 çухрăм çула юсамалла. Унсăр пуçне 2022-2024 çулсенче территори заказне хывнă 450 çухрăм çул çинчен те манмалла мар, - тенĕ Радий Хабиров.
Республика çыннисене муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсен пахалăхĕ те пăшăрхантарать. Пушкăртстан Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, вырăнсенче юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ çитмест. Çавăнпа республика бюджетĕнчен вырăнти çулсене йĕркене кĕртме муниципалитетсене 5-шер млн тенкĕ уйăрса парĕç.