Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн , 12:50

Кану кунĕсенче тата та шăрăхрах пулĕ

Республикăра шăмат кун тата вырсарни кун сывлăш температури кăнтăрла 26-31 градуспа танлашĕ, çĕрле – 12-17 градус, вырăнĕ-вырăнĕпе +7 градуса çитĕ, çумăр çумĕ.

Кану кунĕсенче тата та шăрăхрах пулĕ
Кану кунĕсенче тата та шăрăхрах пулĕ

Çил хĕвел тухăç, çурçĕр-хĕвел тухăç енчен вăйлă мар вĕрĕ тесе пĕлтерет Пушкăртгидромет центрĕ.

Паян, август уйăхĕн 5-мĕшĕнче, республикăра 25-30 градус ăшĕ тăрĕ, çумăр çумĕ. Унччен маларах Пушкăртстанра август уйăхĕ типĕ пуласса, сывлăш температури темиçе çулхи вăтам кăтарту шайĕнчех тытăнса тăрасси пирки пĕлтернĕччĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в