Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн , 15:00

Республикăри медицина автопаркĕ 32 автомобильпе пуянланнă

Август уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçи Максим Забелин республикăри сиплев учрежденийĕсене сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман çынсене пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвĕ пама 32 автомобиль уççине уйăрса панă.  

Республикăри медицина автопаркĕ 32 автомобильпе пуянланнă
Республикăри медицина автопаркĕ 32 автомобильпе пуянланнă

Çĕнĕ техникăна регионти сывлăх сыхлавĕн пирвайхи звенине çĕнетессипе çыхăннă программа шайĕнче туяннă.

LADA Granta автомобильсен никĕсĕ çинче çĕршывра туса кăларнă çĕнĕ хурçă утсем сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман çынсене медицина тĕпчевĕсем ирттерме сиплев учрежденисене илсе çитерме пулăшĕç. Çавăн пекех терапевтсемпе профильлĕ специалистсем те вĕсемпе усă курĕç.

  - Эпир çĕршыв тата республика ертÿçисене сывлăх сыхлавĕн пирвайхи звенипе çыхăннă ыйтусене татса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватпăр. Экономика хăрушлăхĕ пуррине пăхмасăр тата çĕршыври автопром лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртеймест текен сăмах çÿрет пулсан та машинăсем килсе тăраççĕ. Вĕсене мĕнпур кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Асăннă автомобильсем ырантанах ĕçлеме пуçласса шанатăп. Пирĕн тĕллев – республикăра пурăнакансен сывлăхне сыхласа хăварасси, вĕсем вăрах та савăнса пурăнччăр çеç. Эпир малашне те çынсене тивĕçлĕ медицинăпа санитари пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе лайăх условисем тăвăпăр, - тенĕ Максим Забелин.

Çĕнĕ автомобильсене Ĕпхÿ хулинчи 8-мĕш клиника больници, 2-мĕшпе 5-мĕш ача-пăча поликлиникисем, Баймакпа Учалăри тĕп хула больницисем, çавăн пекех Аскинпа Бакалă, Пелепейпе Белокатай, Пишпÿлекпе Бирск, Благовещенскпа Большеустьинск, Татăшлăпа Ермеккей, Иглинпа Кармаскалă, Краснокамскпа Кушнаренково тĕп район больницисем илме тивĕçнĕ.      

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в