Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн , 15:45

Суйлавçăсем ыйтнипе шкул таварĕсен хакĕсен мониторингне ирттерĕç

ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев парламент фракцийĕн ертÿçисемпе промышленноçпа инновацилле аталану, предпринимательствăпа туризм  енĕпе ĕçлекен комитета шкул таварĕсен хакĕсен мониторингне ирттерме хушу панă.

Суйлавçăсем ыйтнипе шкул таварĕсен хакĕсен мониторингне ирттерĕç
Суйлавçăсем ыйтнипе шкул таварĕсен хакĕсен мониторингне ирттерĕç

 - Суйлавçăсенчен депутатсем патне шкул таварĕсен хакĕсем самаях ÿсни пирки ÿпкелешсе çырнисем килеççĕ, - ăнлантарса панă Константин Толкачев. – Август – ачаллă çемьесемшĕн хĕрÿ вăхăт. Çавăнпа та хаксем кăштах ÿснине ăнлантарма пулать. Анчах та хăш-пĕр категорие кĕрекен таварсем никама пăхăнмасăр ÿссе кайни пирки те хыпарсем пур. Ытларах канцеляри таварĕсем, шкул форми, портфельсем хаклăланни пăшăрхантарать. Çавăнпа та хаксен анализне туса  лару-тăрăва ăнланма тăрăшмалла.

Парламент  спикерĕн сăмахĕсем тăрăх, депутатсем хăйсен суйлав округĕсенче тĕрĕслев йĕркелесе ирттерĕç. Профильлĕ эксперт Канашĕн ларăвĕ те иртĕ.

 - Мониторинг вăхăтĕнче хаксене ытлашши ÿстерсе сутакан тĕслĕхсене тупса палăртсан, кирлĕ пек мерăсем йышăнĕç, - тенĕ Константин Толкачев.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас в