Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Сентябрӗн 2022, 17:45

Çамрăк хĕр çăк турттаракан поезд айне пулнă

Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче васкавлă службăна Давлеканово хулинчи чугун çул çинче 19 çулхи хĕрпе инкек пулса иртни пирки хыпар килсе çитнĕ.

Çамрăк хĕр çăк турттаракан поезд айне пулнă
Çамрăк хĕр çăк турттаракан поезд айне пулнă

Çакăн пирки Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров пĕлтернĕ.

 - Каçма юраман вырăнта çул урлă чупса кайнă çамрăк хĕр çăк турттаракан поезд айне лекнĕ. Вăл вилмелле суранланнă, - тенĕ Фарит Гумеров.

Халĕ право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлекенсем пулса иртнин лару-тăрăвне тĕпчеççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: