+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕсенчен 1,5 млн пĕлтерĕвне заказлă çырупа илсе çитернĕ пулсан, 527 пинне – «Уйрăм кабинета» («Личный кабинет»). Çавăн пекех налог тÿлемелли çинчен калакан пĕлтерÿсене МФЦăн кирек хăш офисĕнче, 15 минут хушшинче, е налог органĕсенче алла илме пулать.
Пурлăх налогне кăçалхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тÿлемелле.
Иртнĕ çулшăн пурлăх налогĕн пĕтĕмĕшле хисепĕ 6,5 млрд тенкĕпе танлашнă. 2020 çулхи кăтартупа танлаштарсан 11,4 % е 664 млн тенкĕ нумайрах.
Управленинче пĕлтернĕ тăрăх, транспорт çине 3,3 млрд тенкĕ налог хурăннă, пурлăх çине – 2,2 млрд тенкĕ, çĕр налогĕ – 994 млн тенкĕ.
Кăçал республикăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ 272 млрд тенкĕпе танлашмалла.
Ирида МАТНИЯЗОВА.