Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Сентябрӗн 2022, 12:45

«Мустай Карим» ячĕллĕ теплохода почта марки çинче сăнланă

Паллă пушкăрт поэчĕн, писателĕн тата драматургĕн сăнĕ тепĕр хут почта марки çинче пичетленнĕ. Çĕнĕ марка сентябрь уйăхĕнче тухнă.

«Мустай Карим» ячĕллĕ теплохода почта марки çинче сăнланă
«Мустай Карим» ячĕллĕ теплохода почта марки çинче сăнланă

Почта марки çинче юхан шыв фонĕпе килĕшÿллĕн «Мустай Карим» тăватă палубăллă круиз лайнерне сăнланă. Пĕрремĕш круиз теплоходне Раççейре тунă. Ăна 2019 çулта пушкăрт сăмах ăсти 100 çул тултарнă тĕле шыва антарнă.

120 пин экземпляр тиражпа тухнă маркăна Раççей почта уйрăмĕсене илсе çитернĕ.

 - Сăнарлă почта маркисем пире паллă çынсемпе, историпе тата архитектура палăкĕсемпе паллаштараççĕ, пирĕншĕн çĕннине уçаççĕ. Хальхинче Мустай Карим паллă ентешĕмĕр пулни кăна мар, унăн ячĕпе теплоход пуррине пĕлме пулать, - тенĕ Пушкăртстанри федераллă почта çыхăнăвĕн управленийĕн директорĕ Ленард Шафиков.

Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: 2019 çулта Пушкăртстанăн халăх поэчĕ 100 çул тултарнине халалласа унăн сăнĕпе марка кăларнăччĕ. Çавăн пекех Ĕпхÿри аэропортпа çамрăксен театрне, Пушкăртстанри, Мускавпа Хусанти тата Екатеринбургри урамсене поэт ятне панă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: