Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Сентябрӗн 2022, 15:10

Торатау ту çине çитсе куртăмăр

Сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче эпир, ППУн Çтерлĕ филиалĕнче пĕрремĕш курсра вĕренекенсемпе преподавательсем, Торатау тăвĕ çине хăпартăмăр.

Торатау ту çине çитсе куртăмăр
Торатау ту çине çитсе куртăмăр

Унта çут çанталăк илемлĕхĕпе тата пуянлăхĕпе килентĕмĕр. Хамăр тантăшсемпе вăйăсем вылярăмăр, асăнмалăх сăн укерчĕксем ÿкрĕмĕр. Вĕрентекенсене хатĕрлекен уйрăмра ăс пухакан ытти студентсемпе тĕплĕнрех паллашрăмăр, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, йывăр самантра пулăшма сăмах патăмăр.

Çак кун пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Эпир малашне те Торатау тăвĕ çине эскурсие кайма ĕмĕтленетпĕр. Çакăн пек илемлĕ вырăн Çтерлĕ хулинче пĕрре çеç. Кунта пире питĕ килĕшрĕ.

Ольга НИКИТИНА, ППУ Çтерлĕ филиалĕн 1 курс студентки.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: