Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Сентябрӗн 2022, 17:25

Территорисене комплекслă аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртмелли майсем сĕннĕ

Ĕпхÿ хулинче «Транспорт тата строительство» Пĕтĕм тĕнчери конгресс шайĕнче «Территорисене комплекслă аталантарасси регионсене аталантармалли тухăçлă инструмент» дискусси сессийĕ иртнĕ.

Территорисене комплекслă аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртмелли майсем сĕннĕ
Территорисене комплекслă аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртмелли майсем сĕннĕ

- Пушкăртстаншăн территорисене комплекслă аталантарассипе çыхăннă программа çĕнĕ майсем уçса парать. Проекта пурнăçа кĕртни çынсене авариллĕ тата кивĕ çуртсенчен çĕннисене куçарма, стройкăна, çавăн пекех территорисенчи транспорт инфраструктурине çĕнетме пулăшать, - каласа панă ПР строительство тата архитектура министрĕн çумĕ Артем Ковшов.

Дискусси лапамне Пĕтĕм Раççейри наци строительство политикин центр ертÿçи, «ОПОРЫ РОССИИ» территорисене комплекслă аталантарассипе тата хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелессипе ĕçлекен комитетăн председателĕ Александр Моор, Раççейри Строительство министерствин Кадрсен центрĕн ертÿçи Елена Сенкевич, Пушкăртстан Республикинчи Авариллĕ çуртсен фончĕн мониторингне тăвакан центрăн директорĕ Виталий Гайдук,  хула строительствин политики тата территорие аталантарас енĕпе ĕçлекен Ĕпхÿ администраци пуçлăхĕн çумĕ Кирилл Чистяков хутшăннă.

Территорисене комплекслă аталантарасси – отраслĕн тĕп проекчĕ, вăл регионсене тухăçлă тата пахалăхлă аталантарма пулăшать. Территорисене комплекслă аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртмелли инструментсен пуххи пысăк. Çакă регионсене бюджет укçи-тенкипе усă курса пысăк проектсене те пурнăçа кĕртме май парать, - тесе палăртнă Александр МООР сессие уçнă май.

Территорисене комплекслă аталантарассипе çыхăннă программа шайĕнче республика çыннисене авариллĕ çуртсенчен çĕннисене куçарасси çинчен тĕплĕнрех Пушкăртстан Республикинчи Авариллĕ çуртсен фончĕн мониторингне тăвакан центрăн директорĕ Виталий Гайдук паллаштарнă.

  - Хальхи вăхăтра республикăра Ĕпхÿ тата Нефтекамск хулисенче пурăнмалли çурт-йĕрт стройкисене комплекслă аталантарассипе çыхăннă 3 проекта ырланă. ПР Строительство министерстви муниципаллă районсенче тата хула округĕсенче 14 проект пурнăçа кĕртме палăртать, - тенĕ Виталий Николаевич.

 Раççейри Строительство министерствин Кадрсен центрĕн ертÿçи Елена Сенкевич палăртнă тăрăх, территорисене комплекслă аталантарассипе çыхăннă программăна обществăра анлăрах сармалла, пилотлă проектсем хатĕрлемелле.

Сесси вĕçĕнче унта хутшăнакансем территорисене аталантарас енĕпе Пушкăртстанăн лайăх опычĕ пуррине палăртнă. Территорисене комплекслă аталантарассипе çыхăннă конгреса пирвайхи хут федераллă шайра ирттерме сĕннĕ. Унта Пушкăртстанăн строительство отраслĕн эксперчĕсем хăйсен опычĕпе паллаштарма пултарĕç.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: