Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Сентябрӗн 2022, 17:50

Пушкăртстанра тата тепĕр ФАП уçăлнă

Белорецк районĕнче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăннă. Çакăн пирки хăйĕн телеграм-каналĕнче муниципалитет пуçлăхĕ Андрей Иванюта пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра тата тепĕр ФАП уçăлнă
Пушкăртстанра тата тепĕр ФАП уçăлнă

 - Ишляри ФАП Туканти участок больницин пĕр подразделенийĕсенчен пĕри шутланать. Вăл Ишля, Кудашманово тата Елань ялĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Вĕсенче пĕтĕмĕшле 283 çын пурăнать, - тенĕ А.Иванюта.

Малтанхи медицина çурчĕ паянхи самана ыйтнине тивĕçтермен. Çĕнĕ ФАПра фельдшер, процедурăпа прививка тумалли, чирлĕ çынна пăхмалли, эмелсем упрамалли уйрăм пÿлĕмсем пур. Сывлăх сыхлав çуртне электричество конвекторĕсемпе ăшăтаççĕ, ăна канализаципе тата шыв пăрăхĕпе çыхăнтарнă. Унсăр пуçне фельдшерпа акушер пунктне электрокардиографпа, артери тата куç пусăмне виçмелли аппаратсемпе, юнри сахăр тата холестерин шайĕсене виçмелли анализаторсемпе, кислород ингаляторĕпе, сывлав аппарачĕпе, аслисемпе ачасен ÿсĕмне тата йывăрăшне виçмелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех модульлĕ ФАПра вакцинаци, диспансеризацийĕн пĕрремĕш тапхăрне иртме пулать.

 - Çулталăк вĕçлениччен Белорецк районĕнче Азикеево тата Отнурок ялĕсенче çĕнĕ модульлĕ ФАПсем хута яма палăртаççĕ, - тенĕ Андрей Иванюта.   

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: