Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Сентябрӗн 2022, 15:45

«Хăтлă хула хутлăхĕ» программăна пурнăçа кĕртме 724 млн тенкĕ уйăрнă

Пушкăртстанра хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелессипе çыхăнна проектсене пурнăçа кĕртме 724 млн тенкĕ уйăрса панă тесе пĕлтернĕ ПР çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Ирина Голованова.

«Хăтлă хула хутлăхĕ» программăна пурнăçа кĕртме 724 млн тенкĕ уйăрнă
«Хăтлă хула хутлăхĕ» программăна пурнăçа кĕртме 724 млн тенкĕ уйăрнă

Министр сăмахĕсем тăрăх, 2021 çулта хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелессипе Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçисен шутне республикăри 8 проект лекнĕ.

 - Иртнĕ çулхине вĕсене пурнăçа кĕртме федераллă бюджетран 520 млн тенкĕ уйăрса панăччĕ, кăçал çĕршыври резервлă фондран - 204 млн тенкĕ. Муниципаллă контраксемпе çыхăннă ĕçсен пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ, иккĕмĕш тапхăрти хатĕрлĕх 68% танлашать. Ĕçсене 2022 çулхи октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕçлемелле, - тенĕ регионти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ.

Çĕнтернĕ проектсем Баймакпа Давлеканово хулисенче хула хутлăхĕсем йĕркелессипе, Белорецкра «Шагни за горизонт» культурăпа кану паркне, Сибайра культура паркне тăвассипе, Учалăра çыран хĕррине йĕркене кĕртессипе, Благовещенскра истори центрне аталантарассипе çыхăннă. Унсăр пуçне Зилаирпа Воскресенское ялĕсенче икĕ проект пурнăçа кĕртĕç.  

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров территорисене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ĕçсене вăхăтлă вĕçлеме, çĕнĕ объектри ĕçсене пуçарса яма хушнă.

Кăçал чи лайăх проектсемпе Пушкăртстанăн тăватă хули çĕнтернине палăртса хăвармалла. Сăмах май Ишимбай хули тĕп парка тирпей-илем кĕртме 95 млн тенкĕ илме тивĕçĕ. Янаул хулине çĕнĕ пуçаруллă зонăсем йĕркелеме 85 млн тенкĕ уйăрса парĕç. Агидель хулин «Возрождения староречья Апаиш» проекчĕ валли 70 млн тенкĕ уйăрнă, Дюртюлĕри «Речные ворота Башкортостана» проект 85 млн тенкĕ тăрать. Пĕтĕмĕшле тăватă хула федераллă хыснаран 335 млн тенкĕ илĕ.

2019 çултан пуçласа федераллă конкурсра Пушкăртстанăн 17 хули тата виçĕ истори пĕлтерĕшлĕ сали çĕнтернĕ. Çапла майпа республика федераллă хыснаран 1,8 млрд тенкĕ илме пултарнă. Чи пĕлтерĕшли вара хуласенче пурăнакансемпе туристсем валли хăтлă территорисем йĕркелесси пулса тăрать.  

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Жильеигородскаясреда

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: