Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Сентябрӗн 2022, 15:50

Татăшлă районĕнчи икĕ ялта ФАП хăпартма пуçланă

«Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетесси» программа шайĕнче Татăшлă районĕнчи Кашкаково тата Беляшево ялĕсенче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хăпартма пуçланă. Çакăн çинчен ПР Сывлăх сыхлав министерствинче пĕлтернĕ.

Татăшлă районĕнчи икĕ ялта ФАП хăпартма пуçланă
Татăшлă районĕнчи икĕ ялта ФАП хăпартма пуçланă

Пĕтĕмĕшле районти 73 ял-салара пилĕк ял амбулаторийĕ тата 35 ФАП ĕçлет.

Кашкаково ялĕнче çурт кăшкарне хăпартнă. Çитес вăхăтра строительсем çурт тăррине витĕç, сэндвич-панельсенчен стенисене çĕклĕç. Кашкаковăри ФАП 371 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ, çав шутра – 55 ача.

Беляшевăра кăшкар никĕсне тунă, çак кунсенче çурта хăпартма пуçлĕç. ФАПра 450 çын пулăшу илĕ. Вĕсенчен 62-шĕ - ачасем.

Строительство ĕçĕсене октябрь уйăхĕн варриччен тăсма палăртаççĕ. Медицина çурчĕсене кăçалхи çул вĕçлениччен лицензисемпе тивĕçтерĕç.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: