Пур хыпар та
Новости
28 Сентябрӗн , 10:16

Пушарсенче 154 çын вилнĕ

Çулталăк пуçланнăранпа пушарсенче 154 çын вилнĕ тесе пĕлтернĕ РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ.

Пушарсенче 154 çын вилнĕ
Пушарсенче 154 çын вилнĕ

Ведомство çынсем сивĕсем пуçланнăранпа электричество приборĕсемпе тата ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курмалли правилăсене пăхăнманран пушарсен шучĕсем ÿсни пирки асăрхаттарать.

Пушар ан тухтăр тесен килте тунă ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курма, электричествăпа ĕçлекен ăшăту хатĕрĕсене çунма пултаракан япаласен çывăхне вырнаçтарма, вĕсем çинче тумтир типĕтме, электричество приборĕсене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Вĕсене пăхса тăма ача-пăчана шанни – çăмăлттайлăх.      

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в