Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
28 Сентябрӗн 2022, 11:20

Референдумăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем паллă

РФ Патшалăх Думин спикерĕ Вячелав Володин хăйĕн ТГ-каналта Луганск тата Донецк халăх республикисем, Херсонпа Запоржье облаçĕсем Раççей Федераци йышне кĕресси пирки ирттернĕ референдумăн (вăл сентябрь уйăхĕн 23 – 27-мĕшĕсенче иртнĕ) пуçламăш пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.

Референдумăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем паллă
Референдумăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем паллă

Çапла вара Луганск халăх республикинче пурăнакан халăхăн 98,42 проценчĕ Раççей шутĕнче пурăнма хатĕр, Донецк халăх республикинче – 99,23 %, Херсон облаçĕнче – 87,05 %, Запорожье облаçĕнче – 93,11 %.

- Çак йышăну темиçе миллион çынна геноцидран çăлса хăварĕ. Малашлăх планĕсене пĕрле йĕркелеме май парĕ,- тесе çырнă Вячеслав Володин.

Аса илтеретпĕр, сентябрь уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче çÿлерех асăннă регионсен гражданĕсем (пирĕн çĕршыва хÿтлĕх шыраса куçса килнисем) референдум вăхăтĕнче Раççейре те сасăлама пултарнă, çав шутра Пушкăртстанра та.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: