Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Сентябрӗн 2022, 15:45

60 çултан иртнĕ 70 арçын тата 44 хĕрарăм пуçласа çемье çавăрнă

Регионти статистика ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, аслă ăру, пуçаруллă пулнăран, халĕ те çемье çавăрать.

60 çултан иртнĕ 70 арçын тата 44 хĕрарăм пуçласа çемье çавăрнă
60 çултан иртнĕ 70 арçын тата 44 хĕрарăм пуçласа çемье çавăрнă

 - Иртнĕ çулхине 60 çултан иртнĕ 722 арçын тата 462 хĕрарăм хăйсен туйăмĕсене хут çине куçарнă. Вĕсенчен 70 арçын тата 44 хĕрарăм пуçласа мăшăрланнă, - тенĕ Пушкăртстанстатăн тĕпчевĕнче.

Çав вăхăтрах ватăсен хушшинче ытларах хĕрарăмсем пулнине палăртса хăвармалла. Сăмах май, 2022 çул пуçламăшĕнче 60 çултан иртнĕ хĕрарăмсен шучĕ 550,5 пинпе танлашнă, арçынсен – 332,2 пинпе. Асăннă ÿсĕмре кашни пин арçын пуçне 1 657 хĕрарăм килсе тухать (60-74 çулхисем – 1 445, 75-89 çулхисем – 2 651, 90 çултан аслисем – 3 765).

 - Арлăхсен шайлашăвĕ (половое соотношение) начарланни арçынсем ытларах вилнипе çыхăннă, - тенĕ республикăри статистиксем.  – Арçынсен, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, пурнăç тăршшĕ те кĕскерех. Иртнĕ çулхине Раççейре çак уйрăмлăх 9 çулпа танлашнă, Пушкăртстанра – 9,34 çулпа.

2022 çул пуçламăшĕнче республикăра 882,7 пин аслă ăру çынни пурăннă. Вĕсен шутĕнче 60-74 çулхисем - 678,2 пин çын, 75-89 çулхисем - 185,5 пин çын. Тата 19 пинĕ вăрăм ĕмĕрлисем шутланаççĕ, вĕсенчен 468-шĕ 100 çул урлă каçнă.

Пушкăртстанра 2022 çул пуçламăшĕнче 60 çултан иртнисен пайĕ 22,1 процентпа танлашнă. Раççейре çак кăтарту пысăкрах – 23,1 процент (33,7 млн çын).

1990 çулхи декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче ООН Тĕп Ассамблейи октябрĕн 1-мĕшĕ Ваттисен кунĕ тесе йышăннă. Уявăн тĕп тĕллевĕ - ватăсене сума сăвассси, аслă ăрури çынсене тĕл пулакан йывăрлăхсене татса пама тимлĕх уйăрасси.

Асăннă уявăн хăйĕн логотипĕ пур - уçă ал тупанĕ, ку вара ыркăмăллăхпа пулăшу символĕ.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн классификацийĕпе килĕшÿллĕн 60-74 çулхисем çулланă çынсен шутне кĕреççĕ, 75-89 çулхисем – ватăсем, 90 çултан аслисем – вăрăм ĕмĕрлисем. ООН тата Пĕтĕм тĕнчери ĕç организаци докуменчĕсем тăрăх, 60 çултан иртнисем – çулланă çынсем.                 

 

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: