Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Сентябрӗн 2022, 11:45

Икĕ районта Çар Мухтавĕн асăну масарĕ пулĕ

Ĕпхÿпе Чишма районĕсенче Çар Мухтавĕн асăну масарне тăвĕç. Ăна 2022-2025 çулсенче культура учрежденисене, искусствăпа общество хутлăхĕсене аталантарассипе çыхăннă программа шайĕнче йĕркелĕç.

Икĕ районта Çар Мухтавĕн асăну масарĕ пулĕ
Икĕ районта Çар Мухтавĕн асăну масарĕ пулĕ

Çарпа асăну масарĕнче патшалăх умĕнче палăрнă çынсем канлĕх тупĕç.  Сăмахран, Мускав облаçĕнчи Мытищăри «Пантеон защитникам Отечества» федераллă çар мемориалĕнче хăйсен пурнăçне шеллемесĕр патшалăх интересĕсене, унăн чысне хÿтĕленĕ çар çыннисемпе федераллă власть представителĕсене пытараççĕ.

Пантеонра пысăк патшалăх наградисен кавалерĕсем, правительство членĕсем, пысăк çар ертÿçисем, Патшалăх премисен лауреачĕсем, Раççейĕн хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ çынсем канлĕх тупнă.

Ĕпхÿ хулинче вилнисен чи пысăк асăну çар вырăнĕ Сергиев масарĕ çинче вырнаçнă. Халĕ вара унта пытарма юрамасть.

Кунта уйрăм тата тăванла вил тăприсенче 1 300 паттăр выртать. Чăн малтан вил тăприсем çинче йывăçран тата тимĕр хулăсенчен тунă палăксем вырнаçтарнă пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем юхăннă, чулран тунисемпе улăштарнă. 1955 çулта Сергиев масарĕн тĕп лапамĕнче тăванла вил тăпри çинче хура гранитран тунă палăк уçнă. Палăкăн çиелти пайĕнче «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче вилнĕ паттăрсене ĕмĕр асра тытса» тесе çырнă. 2012 çулта масар историпе асăну палăкĕ статуса тивĕçнĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: