Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Сентябрӗн 2022, 11:44

Çирĕм пилĕк вĕрентекен 690 пиншер тенкĕ илме тивĕçнĕ

Ял-саласенчи шкулсенче ĕçлекен Пушкăртстанри 25 çамрăк учитель кашнийĕ 690 пин тенкĕлĕх грант пулăшăвĕ илме тивĕçнĕ. Çакăн çинчен калакан правительство постановленине ПР право информацийĕн официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Çирĕм пилĕк вĕрентекен 690 пиншер тенкĕ илме тивĕçнĕ
Çирĕм пилĕк вĕрентекен 690 пиншер тенкĕ илме тивĕçнĕ

Унччен маларах республика ертÿçи Радий Хабиров «Пушкăртстан Республикинчи ял таврашĕсенче ĕçлекен çамрăк учительсене грантсем парасси çинчен» калакан указа (ăна 2019 çулхи июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнче кăларнă) улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ йышăнусемпе килĕшÿллĕн 2022 çулта кашни 25 çамрăк вĕрентекен 690 пин тенкĕлĕх грант илме тивĕçет. Конкурса 15 пинрен ытлашши мар çын пурăнакан ял-салара, пĕр ставкăран кая мар тиевпе ĕçлекен 35 çулчченхи педагогсем хутшăнма пултараççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: