Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
29 Сентябрӗн 2022, 17:45

Пĕрремĕш вице-премьер ятарлă çар операцине хутшăнать

ПР правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Азат Бадранов ятарлă çар операцине кайма хăй ирĕкĕпе заявлени çырнă. Çакăн çинчен Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн постĕнче пĕлтернĕ.

Пĕрремĕш вице-премьер ятарлă çар операцине хутшăнать
Пĕрремĕш вице-премьер ятарлă çар операцине хутшăнать

«Эпĕ унăн йышăнăвне ырларăм. Эпир Азатпа ĕçре ахаль ĕçтешсем çеç мар, чунпа пĕр шухăшлă юлташсем пулнине нихăçан та пытарман.  Унăн хăтланăвĕпе мăнаçланатăп. Чăн-чăн арçынсем çапла тумалла тесе шутлатăп, - çырнă республика Пуçлăхĕ, - Çак кунсенче ытти чиновниксем те лăпкă лару-тăрура тивĕçлĕ йышăну турĕç – хăшĕ мобилизаци мелĕпе, хăшĕ хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнма кăмăл турĕç».

Юрий СНЕГОПАД.

Пĕрремĕш вице-премьер ятарлă çар операцине хутшăнать
Пĕрремĕш вице-премьер ятарлă çар операцине хутшăнать
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: