Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Сентябрӗн 2022, 17:05

Баймак хулине çитекен çула юр витнĕ

Сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Баймак районĕнче юр çунă. Темясово ялĕ çывăхĕнчи çул çинче çуллахи автомобиль резинипе çÿреме питĕ хăрушă пулнине асăннă пулăма хăйĕн куçĕпе курнă çын социаллă сетьре пĕлтернĕ.

Баймак хулине çитекен çула юр витнĕ
Баймак хулине çитекен çула юр витнĕ

 - Баймак енне çуллахи резинăпа тухма кирлĕ мар. Хатарлă хăтланма (не рисковать) юрамасть. Пĕр ярăмпа (полоса) пыратпăр, - тенĕ юрлă трасса тăрăх пыракан пĕр водитель.

Синоптиксен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн халĕ Баймак районĕнче сывлăш температури 0,-2 градуспа танлашать, юр çăвать.

     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: