Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Сентябрӗн 2022, 17:10

Хамăрăннисене пăрахмастпăр. Пушкăртстан мобилизацие лекнисене мĕнле пулăшать?

Республика влаçĕсем Радий Хабиров ыйтнипе тулли мар мобилизаци шайĕнче салтаксене пулăшу памалли мерăсен комплексне пуçарса янă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем çаксем.

Хамăрăннисене пăрахмастпăр. Пушкăртстан мобилизацие лекнисене мĕнле пулăшать?
Хамăрăннисене пăрахмастпăр. Пушкăртстан мобилизацие лекнисене мĕнле пулăшать?

Чаплă лару-тăрура ăсатаççĕ, апат-çимĕç паекĕпе тата вĕри апатпа тивĕçтереççĕ

Вырăнти влаçсем мобилизацие лекнисем валли хăтлă условисем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Ăсатусем чаплă лару-тăрура иртеççĕ. Мобилизацие лекнĕ граждансем хăтлă автобуссем çинче çула тухаççĕ, кашнине апат-çимĕç паекĕ тата шыв параççĕ, республика чиккинче вĕри апатпа тивĕçтерекен центрсенче пурне те апатлантараççĕ.

Кашни чаçре республика пуçлăхĕн канашçисем

Радий Хабиров мобилизацие лекнисем вĕренÿ иртекен кашни чаçре хăйĕн канашçине (советник) палăртнă. Вĕсем пурте хисеплĕ те опытлă çынсем. Канашçăсем урлă республика пирĕн ентешсемпе çыхăну тытĕ, йăлари тата ытти ыйтусене татса пама пулăшĕ.

Хусан хулинче – Замир Тагирович Янтурин, кĕçĕн сержант.

Саратов хулинче – Евгений Александрович Гончаров, ефрейтор.

Пензăра – Юрий Алексеевич Орда, рядовой.

Вольскра – Рафаэль Аликович Сатаев, рядовой.

Еланьте – Артур Шархитович Мусакалимов, прапорщик.

Салтаксен сывлăхне вырăнсенче тухтăрсем тата фельдшерсем хак парĕç

Пушкăртстанра мобилизацие лекнĕ граждансене врачсем пăхса тухĕç. Çакăн валли çарпа тухтăр комиссийĕ хушма 600 специалист явăçтарнă. Мобилизациленĕ çынсемпе пĕрле фельдшерсене янă, вĕсем медицина ыйтăвĕсене татса парĕç.

Кирлĕ хатĕр-хĕтĕрсем

Çĕршыв хÿтĕлевçин тивĕçне пурнăçлакансене служба иртме мĕнпур кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерĕç. Çав вăхăтрах хăвпа пĕрле çак япаласене те илме пулать: харпăр гигиени япалисем, эмелсем, хунар, мультитул (нумай функциллĕ чăмăртуллă инструмент), термо кĕпе-йĕм, шлем ăшĕ, перчеткесем, походра усă куракан ларкăч, хими грелки, батарейкăсем, кнопкăллă телефон.

Оборона министерстви тивĕçтернĕ тумсăр пуçне республика хăтлă служба иртме хушма кирлĕ япаласене туянать.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: