-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Çак территорисенче патшалăх суверинитетне тата ирĕклĕхне Пĕтĕм тĕнчери право нормисемпе принципĕсене пăхăнса йышăннă тесе çырнă указра. Çав йĕркене Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) Уставĕнче халăхсен ирĕклĕх правипе усă курса çирĕплетнĕ.
Çак правăпа Херсон тата Запорожье облаçĕсенче пурăнакансем сентябрь уйăхĕн 23- 27-мĕшĕсенче иртнĕ референдумра усă курнă.
Раççей Президенчĕ 2022 çулхи сентябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă указсем çав кунранах вăя кĕреççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.