Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Октябрӗн 2022, 17:00

«Эпир çĕнтерÿпе таврăнатпăр»,- тет чăваш полковникĕ

Владимир Иванович Портнов запасри полковник  - çĕршыври тулли мар мобилизаци хумĕпе Чишма районĕнче виççĕмĕш ушкăна лекнĕ çар çыннисенчен пĕри. Ăна пирĕн вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Запаса кайиччен вăл Алкинăра хĕсметре тăчĕ, çар чаçĕн командирĕ пулчĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Ен правительствин Пушкăртстанри представительствине ертсе пычĕ.

«Эпир çĕнтерÿпе таврăнатпăр»,- тет чăваш полковникĕ
«Эпир çĕнтерÿпе таврăнатпăр»,- тет чăваш полковникĕ

- Эпĕ Чишма районĕнче 20 çул пурăнатăп, çакăнтах хĕсметре тăнă. Паян чĕре хушнипе тата çĕршыври лару-тăру ыйтнипе çар тивĕçне пурнăçлама каятăп. Пирĕн хамăрăн çĕршыва, ачасене, тăвансемпе çывăх çынсене хутĕлемелле. Эпĕ сире, хаклă туссем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Чишма районĕнчен Пушкăртстанра пурăнакансен 60 проценчĕ фронта тухса кайнине аса илтересшĕн. Эпир вăйлă çынсем, пирĕн çирĕп йала-йĕркесем. Эпир çĕнтерÿпе таврăнатпăр, - тенĕ Владимир Портнов чăваш арĕ вăрăм çула тухас умĕн.

Çавăн пекех вăл хамăрăн ентешсене республикăшăн ырă ĕçсем тума сĕннĕ.

- Чăн малтан районта пурăнакансене пурне те малтанхи пекех тыр-пул çитĕнтерме, ачасене вĕрентме, мĕн пуррине хаклама, упрама сунатăп. Паянхи кун нумай йывăрлăхсем хĕрарăмсен хул пуççийĕ çине тиенеççĕ, çавăнпа та сире ытларах юрату ăшши вăй патăр. Эпир сире яланах хÿтĕлетпĕр, хамăрăн  çĕршыва хÿтĕлетпĕр, - палăртнă Владимир Иванович.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: