Пур хыпар та
Новости
21 Ноябрӗн , 11:53

Наци проекчĕн витĕмĕпе нумай хваттерлĕ çурта хута ярĕç

Пелепей хулинче нумай хваттерлĕ çурта туса пĕтерес ĕç вĕçленсе пырать. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлас фонд пĕлтернĕ тăрăх, унта авариллĕ  тесе йышăннă çуртран 77 çын куçмалла.

Наци проекчĕн витĕмĕпе нумай хваттерлĕ çурта хута ярĕç
Наци проекчĕн витĕмĕпе нумай хваттерлĕ çурта хута ярĕç

В.Н. Травницкий урамĕнчи çурта хăпартасси «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Çурт-йĕр фончĕн пурăнма юрăхсăр çурчĕсене пĕр чăрмавсăр чакарасси» федераллă проект пулăшнипе пурнăçа кĕрет.

 - Асăннă муниципалитетри 27 çурта авариллĕ тесе йышăннă. Çĕнĕ хваттер уççисене 77 çын кĕтеççĕ, - ăнлантарса панă Пушкăртстанри строительствăпа архитектура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Егор Родин.

Нумай хваттерлĕ çурта хăпартас ĕç РФ Президенчĕ Владимир Путин йышăннă наци проекчĕ пулăшнипе иртнĕ çулхи ноябрь  уйăхĕнче пуçланнă. Паянхи кун тĕлне çĕнĕ çурт хăйĕн хуçисене йышăнма хатĕрпе пĕрех ĕнтĕ. Пур хваттерте те юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, çурт-йĕр таврашĕнчи территорие тирпей-илем кĕртес ĕçе вĕçленĕ. Шывпа тата ăшăпа тивĕçтермелли системăна йĕркелес енĕпе ĕçсем пыраççĕ, газ оборудованине пухса вырнаçтараççĕ.

ПР Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пелепей хулинче 2019-2023 çулсенче граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен куçарасси  программăпа килĕшÿллĕн Красноармейски, Свобода, Советская тата Сыртланова урамсенчи ултă çуртра (пурĕ 900 тăваткал метр) пурăнакансем çĕнĕ хваттерлĕ пулĕç.

2017 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕччен авариллĕ тесе йышăннă çурт-йĕрсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе çыхăннă программăна пурнăçа кĕртессипе Пушкăртстан ăнăçлă ĕçлекен регионсенчен пĕри шутланать. Республика Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх фончĕпе программăна срокчен маларах, 2023 çулччен, пурнăçа кĕртме шантарса хушма килĕшÿ тунă.

«Территорисене аталантармалли  Фонд» компанийĕн тĕп директорĕ Константин Цицин пĕлтернĕ тăрăх, тĕпрен илсен çĕршывăн регионĕсенче патшалăх пуçлăхĕ лартнă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ.

#республикабашкортостан#уралсасси#национальныепроекты#жильеигородскаясреда

 

 

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас в