Пур хыпар та
Новости
21 Ноябрӗн , 17:32

Пушкăртстанра органика удобренийĕсен завочĕсем пулĕç

Ĕпхÿ тата Дюртюли районĕсенче органика удобренийĕн завочĕсене хăпартĕç. Кун пирки ПР Ял хуçалăх министерствинче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра органика удобренийĕсен завочĕсем пулĕç
Пушкăртстанра органика удобренийĕсен завочĕсем пулĕç

Вĕсенчен кашнинче çулсерен 200 пин тонна удобрени туса кăларĕç. Проекта  пурнăçа кĕртни тÿрех темиçе ыйтăва татса пама пулăшĕ – экологие сыхласа хăварма тата çĕр тухăçлăхне ÿстерме май парĕ. Органика удобренийĕсем туса кăлармалли чĕр тавар вырăнне тислĕкпе тата кайăк-кĕшĕк каяшĕпе усă  курĕç.

Заводсене 2024 тата 2025 çулта хута ярĕç. Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 730,6 млн тенкĕпе танлашĕ. Инвестор удобренипе Раççей предприятийĕсене тивĕçтерме тата ытти çĕршывсене сутма палăртать.

#республикабашкортостан#уралсасси#национальныепроекты#экономическоеиинвсетиционноеразвитиереспубликибашкортостан

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас в