+11 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, айăпа кĕнĕ çын хăйĕн ачине пĕр çулталăка пĕччен пăрахса хăварнă. Вун пилĕк çулхи шкул ачи 2021 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 2022 çулхи май уйăхĕччен пурăнма юрăхсăр хваттерте, апат-çимĕçсĕр пĕччен пурăннă. Хăш-пĕр кăтартусем тăрăх, амăшĕ хулан тепĕр районне хунямăшне пăхма кайнă пулнă имĕш. Унсăр пуçне хĕрарăм алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ, ачине пăхман. Ăна темиçе хутчен çул çитмен ачине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманшăн административлă явап тыттарнă. Вăл профилактика мерисене пăхмасăр киревсĕр пурнăç йĕрки илсе пынă.
Хĕрарăм хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Уголовлă ĕçе суда ярса панă.